Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕрсене çĕнетеççĕ

Районта унччен усă курман çĕрсене ĕçе кĕртессипе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Ку таранччен пĕтĕмпе 964 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртнĕ.

Федерацин «Россельхозцентр» патшалăх предприятийĕн Чăваш енри филиалĕ хальхи вăхăтра Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене сухалассипе ĕçлет. Планпа килĕшÿллĕн кунта 647 гектар çĕре ĕçе кĕртмелле. Çак кунсенче асăннă хуçалăхри уй-хирсене «Россельхозцентр» предприятин Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Якимов тата Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Римма Евдокимова уйсене çитсе курнă, усă курман çĕрсене çĕнетес ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Кунта халĕ çĕнĕ йышши хăватлă икĕ трактор ĕçлет. Агротехника ĕçĕсене 200 гектар çинче пурнăçланă. Çĕнетнĕ лаптăксене кĕрхи тĕштырă культурисене акаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 августа 2012
00:00
Поделиться
;