Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура ĕçченĕсем – вĕренÿре

Районти культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем черетлĕ семинара пухăнчĕç. Хальхинче вăл Крымсарайккăри информаципе культура центрĕнче иртрĕ. Семинар умĕн культура учрежденийĕсенче, халăх хушшинче ыйтăмсем ирттернĕ, кулленхи ĕçре методика пулăшăвĕ парас тĕллевпе рейдсем йĕркеленĕ. Вĕренÿ занятийĕсече вырăнти специалистсем умĕнче тăракан йывăрлăхсемпе çитменлĕхсене палăртрĕç. Уйрăмах нормăпа право ыйтăвĕсем çивĕчленсе çитнĕ. Муниципалитетсенче çĕнĕрен йĕркеленнĕ культура учрежденийĕсенче ĕç-хĕле паянхи кун ыйтнă пек йĕркелесси йывăррăн пырать. Семинарта çавăн пекех художество пултарулăх кружокĕсемпе хăй тĕллĕн ĕçлекен пĕрлешÿсен, репертуарпа концерт программисен ыйтăвĕсене те сÿтсе яврĕç.

Культура ĕçченĕсем семинарта лекцисем итлерĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Пухăннисем умĕнче Крымсарайккăри информаципе культура центрĕнчи «Хурăнташ» фольклор ушкăнĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл чăн-чăн пултарулăх занятийĕ пекех иртрĕ. Вĕренÿ занятийĕнче фольклор ушкăнĕн ертÿçи информацие епле пухса пынипе паллаштарчĕ, «Хурăнташсен» ĕçĕн уйрăмлăхĕсене ыйтса пĕлчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 августа 2012
00:00
Поделиться
;