Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мирон Ефимов 97 çулта

Элĕкри тĕп вулавăшра Совет Союзĕн Геройĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă Мирон Ефимович Ефимов 97 çул тултарнă ятпа «Пирĕн Паттăр» слайд тата «Манăн тăван çĕр-шывăн паттăрĕ» библиографи кăтартмăшĕ хатĕрленĕ.

Асăннă слайд Мирон Ефимовичăн пурнăçĕнчи паллă пулăмсемпе çапăçу хирĕнчи тапхăрсемпе, наградăсемпе, мирлĕ пурнăçĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. М. Ефимов 1915 çулта çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Элĕк тăрăхĕнчи Самушка ялĕнче çуралнă.

Тăван тăрăха килсен Мирон Ефимовичăн хĕрĕ Лилия акă мĕн каласа панă: «Атте 70 çул ытла ĕнтĕ Паттăр ячĕпе пурăнать. Вăл вĕсен йышĕнче Раççейре кăна мар НПППра (Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнче) та чи ваттисенчен пĕри. Атте темиçе хутчен те аманнă, пульăсем юнашарах вĕçсе иртнĕ, самолетра çуннă... Телее, пирĕшти аттене яланах упранă. Новороссийскпа Севастопольте унăн ячĕпе палăк лартнă. Вăрçă хыççăн атте Балтикăра, Львовра службăра тăнă, унта штабра ĕçленĕ. Халĕ вăл кирек епле хыпарпа та кăсăкланать, хаçат-журнал вулать, телевизор пăхать. Тăтăшах мана: «Эсĕ кăна вуланă-и?» - тесе ыйтать. Кашни кунах картише уçăлма тухать. Çирĕп чăваш тымарĕсем, ача чухне ĕçпе пиçĕхни ăна ватлăх çулĕнче сывлăхне упрама пулăшаççĕ. Атте çирĕплĕхĕпе паянхи кунчченех тухтăрсене тĕлĕнтерет». М. Ефимов халĕ Мускавра хĕрĕпе Лилийăпа пурăнать.



"Хыпар"
30 августа 2012
00:00
Поделиться
;