Кунĕн-çĕрĕн ĕç вĕрет
Çапла, кунĕпе те çĕрĕпе ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать «Правда» уçă акционерлă обществăра. Ял ĕçченĕсем хăйсем акса çитĕнтернĕ тĕштырăсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Çурхи культурăсен вăтам тухăçĕ – гектартан 26 центнер. Икĕ «Дон» комбайн пĕрмаях тырă пуссинче. Вячеслав Аверкиевпа ăна пулăшакан Валерий Мышкин тата Юрий Захаровпа унăн ывăлĕ Алексей экипажĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртăва тухнă тейĕн. Владимир Мошковпа Михаил Николаев водительсем тулли тиевлĕ машинăсемпе йĕтем çине рейс хыççăн рейс тăваççĕ, тасатнă тырра кĕлетсене турттараççĕ. Йĕтем çинче Иван Ефимовпа Анатолий Горшков машинистсем агрегатсене йĕркеллĕ ĕçлеттереççĕ.
Хуçалăхра улăм пухасси те аван пырать. Паккуссенчи улăма Афанасий Сергеев механизатор преслать. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Ку ĕçре Леонид Антипов, Николай Павлов, Юрий Козлов механизаторсем тăрăшуллă.
Вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ.