Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Икĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ

Республика тилхепине тытнăранпа икĕ çул çитнине халалланă пресс-конференцире Чăваш Ен Пуçлăхĕ нумай ыйту хускатрĕ.

Михаил Васильевич икĕ çул питĕ хăвăрт иртсе кайнине палăртрĕ. РФ Президенчĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, республикăра пурăнакансен шанăçне туйнă май яваплăх питех те пысăкки çинчен каласа малашне те тăрăшса ĕçлеме хатĕррине çирĕплетрĕ: «Эпĕ – халăх чури».

Чи малтанах республикăра ача çуратасси ÿсни çинчен кăмăллăн каларĕ.

Тепĕр самант – ĕçсĕрлĕх. Михаил Игнатьев хăй Президента ларнă хыççăнхи вăхăта аса илтерчĕ – ун чух Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх шайĕ 9 процент ытла пулнă. Паян çак çивĕчлĕхе сирнĕ теме май пур. Ун чухне ĕç укçипе çыхăннă парăм виçи те 120-125 млн тенкĕ пулнă. Пĕлтĕрхи кăрлачра ĕçлекен кашни çын пуçне тивекен шалу парăмĕ 307,5 тенкĕпе танлашнă. Халĕ ĕç-пуç чылай лайăхрах.

Хваттер тума-туянма пая кĕрсе улталаннă çынсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва та çĕклерĕ. Вĕсен шучĕ 1 пин ытла çын пулнă. Паян – 575 çын. Хваттерсĕр юлнăскерсене кредитпа пулăшма бюджетран 10 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Патшалăх парăмĕ пирки те сăмах пулчĕ. «Эпĕ республикăна йышăннă чух парăм 10 млрд тенкĕ ытлаччĕ, – палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ, – ĕçлесе илекен кашни тенкĕ пуçне пирĕн 70 пус тавăрса пама тиветчĕ – бюджетшăн питĕ пысăк тиев». Çавна май парăма чакарма тăрăшнă, халĕ Чăваш Ен хайхи тенкĕ пуçне тавăрмалли 50 пусран ытла мар тивекен 30 регион шутĕнче. Апла пулин те республика çăмăллăхлă условисемпе кредит татах илет: укçа ача сачĕсем çĕклеме, инфратытăм йĕркелеме кирлĕ.

Халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçлама Раççей бюджетĕнчен кăçал 270 млн тенкĕ килмелле. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине хавхалантарма 70 млн тенкĕ уйăрнă. Юлашки 2 çул хушшинче бюджет тивĕçтерĕвĕ валли илнĕ дотацисене иртнĕ çулсенчипе танлаштарас-тăк – укçа виçи самай пысăкланнă. 2 çулта ÿсĕм 37 процент танлашнă, 1456 млн тенкĕ илнĕ. Кăçалхи ÿсĕм – 17,9 процент.

Ялсенчи культура çурчĕсен шăпипе кăсăкланнă журналист ыйтăвне хуравласа Михаил Игнатьев кăçал республикăри кашни иккĕмĕш культура учрежденине тĕпрен юсасси пирки пĕлтерчĕ. Ку ĕç валли 317 млн тенкĕ уйăрнă.

«Паян çĕр çаврăнăшĕ тĕлĕшпе йĕрке тăвас енĕпе ĕçлетпĕр. Сутмалла, туянмалла – пĕтĕмпех саккунлă пултăр », – терĕ Пуçлăх.

Ача çуратасси ÿснĕ май ача сачĕсем ытларах кирлĕ. Ку ыйтăва татса парас тĕлĕшпе республика мĕн тăвать; Михаил Васильевич шантарсах каларĕ: «3 çул хушшинче садик ыйтăвне татса парăпăр. Çитес çулхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне 3 çул тултарнă ачасене садиксемпе туллин тивĕçтерĕпĕр, 2015 çул тĕлне – 1,5 çул тултарнисене». Кăçал кăна çĕнĕ 10 ача сачĕ хута ямалла. Хăш-пĕр çĕрте шкулсем тулли мар, вĕсене реконструкцилесшĕн. Çемье ача сачĕсем те пулмалла.

Чăваш Енре халĕ тĕш тырă тухăçĕ 19 центнертан кăшт ытлараххи пирки каларĕ те – Михаил Васильевич çанталăк йĕпе-сапаллă тăнă май çухатусем татах ÿсессине кура çак виçе те пĕчĕкленме пултарассине пытармарĕ.

Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондне малалла аталантарасшăн. Çак программăна Михаил Игнатьев тухăçлă тесе хакларĕ, вăл пĕчĕк тупăшлă çемьесене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме май парать вĕт. Çак программа çаврăнăшĕнче – 2,4 млрд тенкĕ. Пĕтĕмпе 1830 хваттер. Татах тăвасшăн. Анчах бюджет укçипе мар. Çав хваттерсенче пурăнакансем вĕсене туянма пултараççĕ. Тăваткал метрсене сутнă май пухăнакан укçапа вара çĕнĕ хваттерсем тума май пулĕ.

«Хăвăр суйлава хутшăнма хатĕр-и;» Татăклăн каламарĕ – «манăн полномочисен вăхăчĕ тата 3 çул-ха». Пĕр сăмахпа, вăхăт кăтартĕ.

Лондонри Паралимп вăййисенче икĕ ылтăн çĕнсе илнĕ ентешĕмĕре Елена Ивановăна мĕнле хавхалантарасси те кăсăклантарчĕ. «Ылтăн медальшĕн – 1 млн тенкĕ», – пулчĕ хурав. Хула влаçĕсем те кун пирки шухăшлаççĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2012
00:00
Поделиться
;