Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спорта юратакансем старта тухрĕç

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче, шăмат кун, «Хĕлхем» стадионта районти «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн йăлана кĕнĕ çăмăл атлетсен эстафети Совет Союзĕн Геройĕ М.Ефимов ентеш ячĕпе иртрĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов тата район хаçачĕн тĕп редакторĕ Ю.Корнилов саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Александр Николаевич пирĕн ентеш М.Ефимов 97-ре пулин те сывă пурнăç йĕркине тытса пынине, унран тĕслĕх илмеллине каларĕ.

Старта çак кун организацисемпе учрежденисен, районти шкулсен командисем тухрĕç. Эстафетăра пĕрремĕш вырăна пĕтĕмĕшле тата вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчи вăтам ушкăнри ачасенчен Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем тухрĕç. Иккĕмĕш вырăнта Юнтапа шкулĕн команди, виççĕмĕш вырăна вара Тавăтри вăтам шкул команди йышăнчĕ.

Шкулсенчи аслă ушкăнсенчен чи маттуррисем Элĕк тата Тавăт шкулĕсен командисем пулчĕç. Элĕкри вăтам шкул чи нумай очко пухрĕ. Иккĕмĕшĕ – Тавăтри вăтам шкул, виççĕмĕш вырăна Юнтапари вăтам шкулта вĕренекенсем тухрĕç.

Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна – Питĕшкассинчи вăтам шкулта вĕрентекенсем, иккĕмĕш вырăна – Чăваш Сурăм шкулĕн ĕçченĕсем, виççĕмĕш вырăна Шĕмшеш шкулĕн команди йышăнчĕç.

Эстафета çĕнтерÿçисене дипломсемпе тата медальсемпе чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2012
00:00
Поделиться