Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фестивальти çĕнтерÿ – пысăк çитĕнÿ

Çак кунсенче Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕ Н.Айзман çырнă «Кай, кай, Ивана» камите кăтартнă. Иваново облаçĕнче пурăнакан вырăссемпе чăвашсем спектакле ăшшăн йышăннă. Жюри те пирĕн ентешсен ĕçне пысăк хак панă. Фестивале кайса килни пирки Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ И.В.Афанасьева каласа пама кăмăл турĕ.– Инна Витальевна, Иваново облаçĕнче халăх театрĕн коллективне мĕнле кĕтсе илчĕç?

– Тÿрех калатăп, ăшшăн йышăнчĕç элĕксене. Иваново облаçĕнчи Кинижма хулине сентябрĕн 6-мĕшĕнче каçхи вун пĕр сехет çитсен çитрĕмĕр. Автобусран ансан хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсене кĕтсе илекенсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Хыççăн тÿрех хăна çуртне илсе кайрĕç. Пире пÿлĕмсем уйăрса пачĕç. Çур çĕр çитрĕ пулин те выртма сĕнмерĕç, апата чĕнчĕç. Коллектив хирĕçлемерĕ. Çул çинче темиçе сехет пулнăран апата тулли кăмăлпа çирĕмĕр. Пытармастăп, сĕтел тулăх хатĕрленĕ: ĕçмелли-çимелли темĕн чухлех. Апатлансан тин çывăрма выртрăмăр.

– Камите хăш кун кăтартрăр?

– Нумай вăхăт канаймарăмăр, сентябрĕн 7-мĕшĕнче Иваново облаçĕнчи Вичуга хулин культура сцени çине кăнтăрла иртсен тухрăмăр. Унччен маларах Элĕкрен хамăрпа пĕрле илсе пынă декорацие вырнаçтарса лартрăмăр, репетици турăмăр. «Кай,кай, Ивана» камит икĕ сехет ытла пырать. Пире вара спектакле кĕскетме ыйтрĕç, пĕр сехет çурăран ытла выляма сĕнмерĕç, мĕншĕн тесен ытти коллективсем те черетре тăнине пĕлтерчĕç. Жюрин, паллах, кашнин ĕçне пăхса тухмалла, хак памалла. Вĕсене ăнлантăмăр, çавăнпах ĕнтĕ спектаклĕн хăш-пĕр сыпăкĕсене кĕскетрĕмĕр. Апла пулин те хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем пысăк ăсталăх кăтартма пултарчĕç. Залра ларакансене тата жюри членĕсене сцена çинче чăваш туйне сăнласа пани уйрăмах килĕшрĕ. Вырăссем те пирĕн артистсене алă çупса хавхалантарчĕç. Спектакле ăнăçлă лартрăмăр. Çав кунхинех, фестиваль вĕçленессе кĕтмесĕрех, Чăваш Ене килме тухрăмăр. Пурте мар паллах. Виççĕн юлчĕç.

– «Провинцири театр тĕл пулăвĕсем» ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ялсенчи театр коллективĕсен виççĕмĕш фестивальне нумай регионтан хутшăнчĕç-и?

– Сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕччен Омск, Свердловск, Новосибирск, Владимир, Мускав, Мурманск, Архангельск, Ярослав тата Иваново облаçĕсенчен, çавăн пекех Чăваш Енпе Мари Эл республикинчен пынă хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем 14 спектакль кăтартрĕç. Театр коллективĕсен ĕçне сумлă жюри хак пачĕ. Председателĕ Раççей театр искусствин университечĕн кафедрин доценчĕ, Сергей Терехов режиссер пулчĕ. Спектакль чăвашла пычĕ пулин те, жюрипе куракансем сцена çинче артистсем мĕн вылянине аван ăнланчĕç.

– Эсир Вичуга хулине виççĕн юлнине асăнтăр. Мĕншĕн?

– Çакна калам: фестиваль сентябрĕн 9-мĕшĕнче кăна вĕçленмеллеччĕ. Коллективра вăтăр виçĕ çын. Вĕсене ют çĕрте нумай тытса тăраймăн, мĕншĕн тесен кашнин тăван кĕтесе таврăнса ĕçе тухмалла. Вăт, фестиваль кăтартăвĕсене пĕлес тĕллевпе Элĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ Л.Андреева тата унпа пĕрле икĕ çын юлчĕç. Вĕсем фестиваль вĕçленнĕ хыççăн каялла пуш алăпа тухманнине пĕлсен чун-чĕререн савăнтăмăр.

– Жюри Элĕксен ĕçне тивĕçлипе хакларĕ тесе шутлатăр-и?

– Çапла. Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕ Пĕтĕм Раççейри ялсенчи театр коллективĕсен виççĕмĕш фестивалĕн çĕнтерÿçи пулса тăни, лауреат ятне илни чăннипех те пысăк çитĕнÿ. Коллектива дипломпа пĕрле ятарлă статуэтка пани те хавхалантарчĕ. Çавăн пекех халăх театрĕ Иваново облаçĕн губернаторĕн ятарлă призне тивĕçрĕ.

Фестиваль пынă вăхăтра артистсем çĕнĕ туссем тупрĕç, пултарулăх лабораторине, мастер-класа хутшăнчĕç. Унта çĕннине нумай пĕлчĕç.

– Вичуга хулинче фестиваль иртессине пĕлтерекен афишăсем пурччĕ-и?

– Унсăрăн мар паллах. Культура центрне кĕнĕ çĕрте акă аякран курăнмалли пысăк афиша çакăнса тăратчĕ. Эпир пынă çĕре «Вичугинские новости» хаçатра «Ентешсене курма чĕнетĕп» ятпа статья пичетленсе тухнă. Унта Элĕкри халăх театрĕ кăтартакан «Кай, кай, Ивана» спектакль пирки çырса кăтартнă. Авторĕ – Йăлкăш ялĕнче çуралса ÿснĕ И.Васильев. Вăл пирĕнпе тĕл пулчĕ, ĕç-хĕлпе, пурнăçĕпе паллаштарчĕ, спектакле кăсăкланса пăхрĕ.

– Инçе çула кайса килме укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Пулăшакансем тупăнчĕç-и?

– Чи малтанах Чăваш Республикин культура министерствине тав сăмахĕ калас килет. Çавăн пекех хамăр районти уйрăм предпринимательсемпе предприятисен, организацисен ертÿçисене тав тăвасшăн. Вĕсем укçа-тенкĕ парса пулăшнипе кăна Иваново облаçĕнчи Вичуга хулинче хамăр пултарулăха кăтартма пултартăмăр. 45 çын вырнаçмалăх автобуса Вăрнар районĕнчен чĕнсе илтĕмĕр. Фестивале икĕ автобуспа кайса килтĕмĕр: пĕринче декораци, тепринче артистсем пулчĕç.

– Фестиваль çĕнтерÿçи пулса тăнă май çĕнĕ спектакль хатĕрлес ĕмĕт-тĕллев те çуралчĕ пулĕ?

– Халĕ чунра хавхалану пысăк. Эпир «Шăнкăрав курăкĕ» спектакле суйласа илтĕмĕр. Ăна халăх умне çĕнĕ çула кĕриччен кăларасшăн. Асăннă спектакльпе паян-ыран ĕçлеме пуçлатпăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2012
00:00
Поделиться
;