Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ГИБДД уйрăмĕн – çĕнĕ пуçлăх

Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн – çĕнĕ пуçлăх. Уйрăма ертсе пыма Владислав Юрьевич Алексеев полици майорне çирĕплетнĕ.

В.Алексеев 1973 çулта Красноармейски районĕнчи Тури Типçырма ялĕнче çуралнă. Çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа, Раççей Шалти ĕçсен министерствин шалти çарĕсен ретĕнче, милицин ятарлă батальонĕнче службăра тăнă. Çакăн хыççăн Владислав Юрьевич пурнăçне милиципе çыхăнтарнă. Тăван тăрăха таврăнсан Красноармейски районĕнче шалти ĕçсен пайĕнче водительте тимлеме тытăннă.

Раççей Шалти ĕçсен министерствин Юридици институчĕн Шупашкарти филиалĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Шалти ĕçсен Красноармейски районĕнчи пайĕн тĕрлĕ подразделенийĕсенче ĕçленĕ, çав шутра ГИБДД уйрăмĕнче – 10 çул. 2008-2011 çулсенче ку уйрăмăн ертÿçи пулнă. Вăрнарти ГИБДД уйрăмĕн ертÿçине çирĕплетиччен Владислав Алексеев Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Цивильский» пайĕн Красноармейски районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçленĕ.

В.Алексеев çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ывăл ÿстереççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2012
00:00
Поделиться
;