Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурнăç тăршшĕпех - пособи

Раççей тава тивĕçлĕ тренерне, ХХХ çуллахи Олимп вăййисенчи марафонра бронза медаль çĕнсе илнĕ Татьяна Архиповăн тренерне Михаил Кузнецова пурнăç тăршшĕпех уйăхсерен 3000 тенкĕлĕх патшалăх пособийĕ тÿлесе тăма йышăннă. Тивĕçлĕ хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснă. М.Кузнецов пирĕн ентеш, Яккушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Аса илтеретпĕр: физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тунă уйрăмах тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн республикăра 1995 çултанпа патшалăх пособийĕсене параççĕ. Паянхи кун тĕлне пурнăç тăршшĕпех паракан хавхалантару укçине Чăваш Енĕн 14 спортсменĕпе тренерне тÿлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2012
00:00
Поделиться
;