Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Харпăрлăха куçарма

РФ правительствин йышăнăвĕпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсене хăйсем усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене харпăрлăха куçарма кайнă тăкаксене саплаштарма федераци тата республика бюджетĕнчен субсиди уйăрĕç.

Йĕрке тăрăх фермер (хресчен) хуçалăхĕсене, çав шутра уйрăм пайтаçăсене те, çĕр лаптăкне яланлăх (сроксăр) усă курма тата ĕмĕрлĕх еткер пек илсен, çавăн пекех пай çĕрне туянмалли ирĕкпе арендăна илнипе е туяннипе пулнă харпăрлăх правине 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн регистрациленĕ пулсан субсиди тивет. Пĕр гектар çĕре харпăрлăха куçарнăшăн федераци тата республика бюджетĕнчен 3 пин тенкĕрен кая мар уйăрмалла, анчах вăл кадастр ĕçĕшĕн тÿленĕ хакран ытлашши пулмалла мар. Субсиди илме кашни уйăхăн 20-мĕшĕнчен кая мар ЧР ял хуçалăх министерствине çак документсене тăратмалла:

– Чăваш Ен бюджетĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре харпăрлăха куçарма кайнă тăкака саплаштарма ыйтса çырни;

– федераци тата республика бюджетĕнчен фермер (хресчен) хуçалăхĕсене, çав шутра пайтаçăсене, хăйсем усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре харпăрлăха куçарнăшăн субсиди уйăрма тунă справка-расчет;

– кадастр ĕçĕсене пурнăçлама тунă подряд договорĕн копийĕ;

– кадастр ĕçĕшĕн тÿленине çирĕплетекен документ копийĕ;

– çĕр лаптăкĕн хапăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тунă свидетельство копийĕ;

– субсиди илекен çын ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курнине вырăнти ял тăрăхĕ çирĕплетсе пани;

– 2-мĕш номерлĕ («Ял хуçалăх культурисен тухăçне пухса илнине пĕлтерни») тата 3-мĕш номерлĕ («Выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илнине тата выльăх хисепне пĕлтерни») формăсемпе тăратнă иртнĕ çулхи статистика отчечĕ;

– агропромышленность комплексĕнчи тавар туса илекен финанспа экономика лару-тăрăвĕ пирки тунă отчет копийĕ (РФ ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ формăпа).

Пур документа та субсиди илекен çын алă пусса çирĕплетмелле.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 сентября 2012
00:00
Поделиться
;