Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ оборудованипе пуянланнă

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ тытăмĕнче 13 шкул шутланать. Вĕсенчен 9-шĕ – вăтам, тăваттăшĕ – тĕп шкулсем. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче вĕренÿ учрежденийĕсенче 2060 вĕренекен ăс пухать. 177-шĕ кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнисем. Иртнĕ çулхи вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан районти шкулсенче ачасен шучĕ чакнă. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмпе 2194 вĕренекен пĕлÿ илнĕ, 188 ача пуçласа шкул сукмакне такăрлатма пуçланă.

Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре 214 педагог тăрăшать. Учительсен 81,8 проценчĕ квалификаци категорийĕсен аттестацийĕ витĕр тухнă. Вĕрентекенсен 9,8 проценчĕ – аслă категориллисем. 5 çула яхăн районти вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансем – 4,2 процент.

Çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿ илме пĕтĕм услови пур. Пĕтĕм шкул Интернет çыхăнăвĕпе туллин усă курать. Шкулсенче паян 63 мультимедийлă проектор, 9 интерактивлă доска шутланать. Пĕр компьютер 5,7 ачана тивĕçет. Республикăра вара ку кăтарту 8,3 процентпа танлашаь. Вĕренÿ ĕç-хĕлне шкулсен сайчĕсем те анлă сăнаççĕ. Дистанцилле вĕренĕве те йĕркелесе яни паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Вĕренекенсене пĕлÿ илме паян 12 шкул автобусĕсемпе тăватă «Газель» микроавтобуссем турттараççĕ.

Районти вĕренекенсен 84 проценчĕ хушма пĕлÿ илме ăнтăлать. Çулсеренех районта 150 яхăн мероприяти иртет, унта 1,5 пин ытла ача хутшăнать.

2012 çулта Элĕк районĕнчи вĕренÿ тытăмне модернизацилеме тĕрлĕ бюджетсенчен 135 миллион тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли лабораторипе вĕренÿ, спорт хатĕрĕсем тата компьютер туяннă. Шкулсен библиотекисем вĕренекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ те интереслĕ кĕнекесемпе пуянланнă. Шкул автобусĕсен паркне çĕнетнĕ. 4 вĕренÿ учрежденинче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 октября 2012
00:00
Поделиться
;