Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Гражданла хÿтлĕх хăнăхтарăвĕсем иртĕç

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕршывĕпех гражданла хÿтлĕх енĕпе анлă тренировкăсем иртеççĕ. Вĕсене Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ирттерет. Ку пысăк мероприятие РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Гражданла хÿтлĕх кунне халалланă. Кăçал çак отрасль 80 çулхи юбилее паллă тăвать. Çавна май çĕршывра çулталăк пуçланнăранпа управлени органĕсем, гражданла хÿтлĕх вăйĕсем халăх чрезвычайлă лару-тăрура, мирлĕ тата вăрçă вăхăтĕнче хатĕр пулас тĕллевлĕ мероприятисем ирттереççĕ.

Пĕтĕм Раççейри вĕренÿсен тĕп тĕллевĕ гражданла хÿтлĕх органĕсен ертÿçисен чрезвычайлă лару-тăру хурăшлăхне сирессине йĕркелемелли мероприятисенче пĕлÿ шайне ÿстересси, практика ĕçĕсене хăнăхтарасси пулса тăрать. Тренировкăсем вăхăтĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсем, мĕнпур яваплă службăсем чрезвычайлă лару-тăрăва сирме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеççĕ. Çавăн пекех халăха чрезвычайлă лару-тăру çинчен асăрхаттарассине, ăна пÿлессине, çынсене экстремаллă условисене хÿтĕлессине йĕркеленине тĕрĕслесси те тĕп тĕллев пулса тăрать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 октября 2012
00:00
Поделиться
;