Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв ячĕпе – хаваслă юрă-ташă

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 5825 пенсионер шутланнă, вĕсенчен ватлăхпа ĕç пенсине илекенсем – 4842 çын. Ку пенси вăтамран 7906 тенкĕпе танлашать. Хальхи вăхăтра 2689 çын регион çăмăллăхĕсемпе усă курать. Кусем вĕсем – ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсене пула шар курнă çынсем. 607 пенсионер ялта ĕçлесе пурăннă специалистсене паракан çăмăллăхсене илет, 1469 çын федераци çăмăллăхĕсемпе усă курать.

Кашни ял тăрăхĕнчех ватă çынсен кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприятисем иртнĕ. Хисеплĕ ватăсене культура ĕçченĕсемпе шкул ачисем концертсемпе савăнтарнă. Çамрăк артистсен юрри-ташши ветерансен кăмăлне çĕкленĕ. Вĕсем çавра сĕтел хушшинче хăйсем пурăннă, ĕçленĕ çулсене аса илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 октября 2012
00:00
Поделиться
;