Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансен тĕл пулăвĕ

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов тĕрлĕ çулсенче комсомолпа парти райкомĕсенче, райĕçтăвкомра, район администрацийĕнче ĕçленĕ ветерансемпе тĕл пулнă. Кашниех вĕсенчен çăмăлах мар ĕç çулне утса тухнă, района аталантарма хăйĕн тÿпине хывнă.

А.Куликов пухăннисене кăмăллă уяв – Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх суннă. Александр Николаевич хальхи вăхăтра районта ĕçсем мĕнлерех пыни çинчен каласа панă, муниципалитета аталантармалли малашлăх тĕллевĕсем çинче чарăнса тăнă.

Туслă, кăмăллă лару-тăрура иртнĕ çулсене аса илнĕ. Хăй вăхăтĕнче района аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленĕ ветерансен, чăнах та, аса илмелли сахал мар. Çак çынсемшĕн хăйсем пурăнакан кĕтес хаклă, вĕсене тăван район пуласлăхĕ кăсăклантарать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 октября 2012
00:00
Поделиться
;