Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемьесенче йыш хушăнать

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх – сентябрь уйăхĕнче 15 ача çуралнă. Вĕсенчен 5-шĕ арçын ача, 10-шĕ – хĕр ача. Виçĕ çемьере пĕрремĕш ача кун çути курнă. Арçын ачасене çак ятсене ытларах панă: Александр, Ярослав, Константин. Хĕр ачасем хушшинче анлă сарăлнă ятсем: Кира, Александра, Анастасия.

Сентябрь уйăхĕнче вилни çинчен 31 акт çырнă: 11 арçынпа 20 хĕрарăм пурнăçран уйрăлса кайнă.

12 мăшăр çемье çавăрнă. Уйрăлакансем виççĕн пулнă. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, улшăну пулсах пырать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 октября 2012
00:00
Поделиться
;