Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк «Кулибинĕ» гран-при çĕнсе илнĕ

Шупашкарти трактор историйĕсен ăслăлăхпа техника музейĕ (ăна пирĕн ентеш – Татмăшра çуралса ÿснĕ Альберт Сергеев ертсе пырать) «XXI ĕмĕр Кулибинĕ» курав-конкурс йĕркеленĕ.

Тупăшăва 20 ытла изобретатель хутшăннă. Конкурсра пирĕн районти Сурăмпуç Мучикассинчи Валерий Терентьев хăй ăсталанă «Мини-150 К» трактора кăтартнă, малти вырăна йышăннă. Çĕнтерÿçĕне «Трактор завочĕсем» Концерн президенчĕн Михаил Болотин ятран паракан Гран-при премийĕпе чысланă.

Хăй тĕллĕн вĕреннĕ ăста ялти условисенчех тонна çурă таякан машина пухса çул çине кăларнă. «Волга» ГАЗ-3102 двигательне вырнаçтарнă трактор гидравликăпа ĕçлет, кăкарса ĕçлемелли хатĕрсем пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 октября 2012
00:00
Поделиться
;