Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тавах, учитель

Ĕнер районти вĕрентекенсем Элĕкри культурăпа кану центрне хăйсен професси уявне паллă тума пуçтарăнчĕç. Зал уява килнисене туллиех шăнăçтарчĕ. Вĕсем хушшинче нумай çул ачасене пĕлÿ паракан та, тин çеç вĕрентекен ĕçне суйласа илнĕ педагогсем те, ветерансем те пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Э.Николаев тата ыттисем вĕрентекенсене саламланă май вĕсен ячĕпе нумай ăшă сăмахсем каларĕç, ĕç-хĕлне пысăк хак пачĕç, ăнăçусем, чăтăмлăх сунчĕç.

Нумай вĕрентекен район администрацийĕн пуçлăхĕн, республикăри вĕренÿ тата çамрăксен политикин министертсвин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Уяв программи концертпа вĕçленчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 октября 2012
00:00
Поделиться
;