Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕлĕнтермĕш тракторсем

Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕнче «XXI ĕмĕр Кулибинĕ» конкурс иртнĕ. Ăна Раççейĕн машина тăвакансен пĕрлĕхĕ, «Трактор тăвакансем» концерн йĕркеленĕ, Машина тăвакан кунне халалланă.

Куравра кăтартма 24 машина тăратнă. Пĕри - Владимир хулинчен, ытти - республикăран. Техника хатĕрĕсене ял хуçалăх техникине лайăх пĕлекен специалистсем, çав шутра концерн президенчĕ Михаил Болотин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Владимир Гутенев, «МИКОНТ» компани конструкторĕсем, пахаланă.

Конкурс икĕ номинаципе иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче - тракторсем, иккĕмĕшĕнче кăкармалли агрегатсем кăтартнă. Маçтăрсене вăл е ку машинăна кирек хăш двигательпе, трансмиссипе ăсталама ирĕк панă.

Конкурсра палăрнисене уявра чысланă. Концернăн ятарлă парнине - 30 пин тенке - Валерий Терентьев /Элĕк районĕнчи Сурăмпуç Мучикасси ялĕ/ тивĕçнĕ. Трактор пуçтарнисенчен пĕрремĕш премие - Дмитрий Александров /Шупашкар районĕнчи Иккасси ялĕ/, иккĕмĕшне - Алексей Чернов /Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕ/, виççĕмĕшне Александр Кузьмин /Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕ/ çĕнсе илнĕ. Виктор Полытов /Шупашкар хули/, Николай Матвеев /Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕ/, Рюрик Николаев /Вăрнар поселокĕ/ çаклатса ĕçлемелли чи паха агрегатсем илсе килнĕ. Вĕсене те преми парса хавхалантарнă.



"Хыпар"
09 октября 2012
00:00
Поделиться
;