Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техникăна – хĕллехи управа

Ял хуçалăх техникине упраса хăварасси, агропромышленноç комплексĕн машинăпа трактор паркĕсене тирпейлĕх кĕртесси, инженери культурине ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.

Юпа уйăхĕн 5-25-мĕшĕсенче районта, çав шутра, республикăра та, ял хуçалăхĕнче усă курмалли техникăна предприятисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче хĕл каçарма мĕнле хатĕрленнине палăртас тĕллевпе смотр-конкурс иртет. Çав тапхăрта район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче йĕркеленнĕ ятарлă комисси предприятисене çитсе техникăна мĕнле хĕл каçарма лартнине тĕрĕслĕ. Ĕçлĕ ушкăн машинăпа трактор паркĕсенче тимĕр-тăмăра пуçтарнине те, ĕçпе техника хăрушсăрлăхне, ĕç сыхлавĕн правилисене пăхăнса пурнăçланине те тĕпе хурĕ. Ял хуçалăх агрегачĕсене йĕркене пăхăнса лартнă предприятисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене парнесем парса хавхалантаратпăр.

2011 çулта асăннă смотр-конкурсра «Правда», «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсем малти вырăнсене йышăннăччĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 октября 2012
00:00
Поделиться
;