Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕлтерĕшлĕ саккунсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн темиçе саккунне алă пусса вăя кĕртнĕ.

«2013 çулта Чăваш Республикинче пенсионра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 5121 тенкĕпе танлашнă. Çакă пĕлтĕрхи шайран 303 тенкĕ е 106,3 процент ытларах.

РФ Пенси фончĕ палăртнă тăрăх çитес çул чи пĕчĕк пенси илекен 32,1 пине яхăн пенсионера палăртнă шая çитерме социаллă пенси хушса парĕç.

«Чăваш Республикинче ачана усрава илнĕ граждансене пĕр хут тивĕçекен пособи парасси çинчен» саккун усрава илнĕ кашни ачашăн 300 пин тенкĕ илме май парĕ. Унпа пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачана сиплеме, вĕрентме ирĕк пур.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 4247 ача ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. 2011 çулта – 4663.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2012
00:00
Поделиться
;