Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ темăпа калаçнă

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ.

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Республикинчи ертÿçин çумĕ Т.Расколовăпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина Элĕк ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем районти культурăпа кану центрĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. ЧР патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографи службин ертÿçин çумĕ Татьяна Расколова Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине аталантармалли хушма мерăсем çинчен тĕплĕн каласа панă. Пирĕн регионта ку енĕпе темиçе енлĕ механизм ĕçлет.

Чăваш Ен темиçе çул ĕнтĕ пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине аталантарас енĕпе малта пыракан регионсен йышĕнче. Ку ĕç çитес çулсенче те ăнăçлă пулса пырать. Акă кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр туса хута ярасси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 5,6 процент ÿснĕ. Строительство ĕçĕсене 17 миллиард та 214,5 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Çакă иртнĕ çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсемпе танлаштарсан 105,7 процент (Раççейри кăтарту – 103,2 процент).

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2020 çулччен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шутлакан çемьесен 60 процентне хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли задача лартнă.

Информаци ушкăнĕн членĕсем граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ памалли йĕркесем çинчен каласа панă.

Тĕл пулура çавăн пекех çĕр пайне харпăрлăха илес, куçман пурлăха кадастр хакĕ парас, çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртас ыйтусене çĕкленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2012
00:00
Поделиться
;