Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренекенсем тупăшрĕç

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Элĕкри физкультурăпа спорт комплексĕн шахмăтпа шашкă залĕнче «Шурă ладья-2013» ятпа ăмăрту иртрĕ. Ăна 2012-2013 вĕренÿ çулĕсенчи вĕренекенсен Спартакиадипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Шахматçăсен турнирне пурĕ 12 команда хутшăнчĕ. Кашнинче 4-шар вĕренекен – виçĕ арçын ачапа пĕр хĕр ача. Вăйăсем тăватă ушкăнра иртрĕç. Кашни ушкăнри çĕнтерÿçĕсем финалта тĕрлĕ вырăнсем йышăнчĕç.

Пĕрремĕш вырăна Мăн Ямаш шкулĕнче вĕренекенсем тухрĕç. Элĕк вăтам шкулĕ иккĕмĕш пулчĕ. Виççĕмĕш вырăна Тавăт команди çĕнсе илчĕ. Çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсем тата парнесем парса хавхалантарчĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 октября 2012
00:00
Поделиться
;