Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕллев пĕлтерĕшĕ пысăк

Чăваш Республикин информаци политикин министерствинче пресс-конференци иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин отрасльсен хушшинчи геониформацин комплекслă тытăмне туса хумалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçламалли мерăсене сÿтсе явнă. Пресс-конференцие ведомство пуçлăхĕ Валентина Андреева тата Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева хутшăннă. Указ икĕ уйăхра нормативлă право акчĕсене туса хатĕрлеме, республикăн тĕллевлĕ программине йышăнма, геонформацин комплекслă тытăмне туса хурас ĕçе 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме хушать. Документ питĕ кирлĕскер, вăл паянхи ыйтусемпе çыхăннă, палăртнă икĕ ведомство ертÿçи. Чăваш Енре ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ, анчах вĕсем сапаланчăк. «Указ геоинформаци тытăмне хăвăрт аталантарма пулăшать. Геоинформацин комплекслă тытăмне туса хумаллин тĕллевĕ – информаци ресурсĕсен даннăйĕсене пĕрлештересси, – тенĕ Валентина Андреева. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ тавралăх даннăйĕсенчен чухăн мар, кусем вĕсем – муниципалитетсемпе халăх пурăнакан вырăнсен цифрăсемлĕ топографи карттисем. Вĕсенче рельеф, гидрографи, ÿсен-тăран, регионти территори объекчĕсем (çулсем, электропередача линийĕсем тата ытти те) çинчен калакан сведенисем, çавăн пекех ортофотоплансем (вырăнсене аэрофотопа ÿкернĕ плансем) пур. Екатерина Карпеева Росрестрăн Чăваш Енри управленийĕ асăннă материалсене кĕске вăхăтрах ГИС разработчикне пама хатĕррине пĕлтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 октября 2012
00:00
Поделиться
;