Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă йăла-йĕркене малалла тăсаççĕ

Çуралса ÿснĕ тăрăха çитсен тăван шкула кĕрсе тухмасăр, унта тăрăшакансемпе курнăçса калаçмасăр чунра лăпкă мар. Ытахальтен мар çакă. Кунтан вĕренсе тухни çур ĕмĕр ытла пулин те иртни халĕ те куç умĕнчех. Акă эпир, пĕчĕк шăпăрлансем, лартнă йывăçсем паян пĕлĕтелле кармашнă, мăнаçлăн кашласа лараççĕ, сисмесĕрех аса илÿсен авăрне туртаççĕ.

Пирвайхи хут алла кăранташ-ручка тытма, сас паллисемпе паллашма пире Анна Емельяновна Сотимова хăнăхтарчĕ. Эпир пĕлеттĕмĕр - унăн çемйи те йышлăччĕ, килти хуçалăхĕ те пысăкчĕ, апла пулин те уроксем хыççăн васкамастчĕ, тĕттĕмленичченех тăрмашатчĕ. Вулама-çырма çеç мар, пĕчĕкренех пире тĕрлĕ алă ĕçĕ тума вĕрентетчĕ: хĕр ачасене тĕрĕ тĕрлеме, арçын ачасене чус-хăма татăкĕсенчен ăна-кăна чутласа ăсталама. Çапла, пĕр çуркунне эпир шăнкăрчсем вĕçсе килессе кĕтсе вунна яхăн йăва туса çакрăмăр. «Вĕреннине кутамкка вырăнне çакса çÿрес çук, пĕлÿ кирек ăçта та яланах кирлĕ», - çине-çинех калама манмастчĕ вăл. Унăн çак сăмахĕсем паян кун та асрах. Паллах, хамăра пурнăçăн анлă çулĕ çине çавăтса тухнă кашни вĕрентекен çинчен уйрăммăн чылай калама, çырма пулать. Пурте вĕсем ăшă сăмаха, пысăк чыса тивĕç. Халĕ вара кăштах аваллăха таврăнар-ха...

Вун тăххăрмĕш ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчи земство реформисем хыççăн чăвашсем пурăнакан территорире хутла вĕренес туртăм вăйланма тытăннă. Шĕмшеш прихутне кĕрекен ялсенчи хресченсем пухусенче шкул уçас ыйтăва пĕрре кăна мар хускатнă, кĕпĕрнери пуçлăхсем патне çырусем те çырнă.

1870 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Хутарта халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов пуçарнипе шкул уçăлнă. Çак тĕслĕхпе çывăхри ытти ялта та - Тивĕшре, Ураскилтре, Ассакассинче, Шăматра - шкулсем уçăлма тытăнаççĕ.

1877 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Хусанти вĕренÿ округĕнчи халăх училищисен инспекторĕ Л.Леонтьев кĕпĕрнери пуçлăхсене /попечительпе кĕпĕрнаттăра/ Шĕмшешпе кÿршĕллĕ ялсенчи 20 хресчен хăйсен 9-14 çулсенчи ывăлĕсене хутла вĕрентме кăмăллани çинчен сведенисем тăратнă. Тепĕр темиçе уйăхран Хусантан Шĕмшешре шкул уçма ирĕк пани çинчен хут килнĕ. 1877 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче занятисем пуçланнă. Шкул чиркÿ çывăхĕнчи уйрăм çуртра вырнаçнă. Пĕрремĕш вĕренÿ çулĕнче тăхăр ача кăна пулнă, çулталăкран вĕсен йышĕ хĕрĕх виççе çитнĕ. Пĕрремĕш учитель Александр Разумов пулнă. Турă саккунне вара прихут пупĕ вĕрентнĕ.

Малтанлăха шкулта тăватă çул, кайрантарах çичĕ-сакăр çул таран вĕренме май пулнă. Кунта çакна та палăртса хăварма кăмăллă. Хăй вăхăтĕнче шкула Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев икĕ хутчен пырса кайнă, унти ĕç-хĕлпе кăсăкланнă, ырă канашсемпе сĕнÿсем парса пулăшнă.

Иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш çулсенчен пуçласа асăннă вĕренÿ заведенийĕ вăтам пĕлÿ паракан шкул шутланать. Нумай пулмасть унăн кун-çулĕ тĕвĕленнĕренпе çĕр вăтăр пилĕк çул çитрĕ. Çак историшĕн пĕчĕк мар вăхăтра унтан çĕр-çĕр çын вĕренсе тухнă, тăван тăрăхăн, аслă çĕр-шывăн чапĕпе мухтавĕшĕн ырми-канми тăрăшнă, тăрăшаççĕ те. Кам кăна çук-ши вĕсен хушшинче?! Хăшĕ-пĕрне асăнмасăр та юрамасть пулĕ.

Акă, патшалăхпа партин паллă деятелĕ, Чăваш облаç ревкомĕн председателĕ, ВКП/б/ чăваш обкомĕн яваплă секретарĕ пулнă Даниил Семенович Эльмен шăпах Шĕмшеш шкулĕнче пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Е.Ф.Артемьев ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн аппаратĕнче чылай çул тăрăшнă. Правительствăн пысăк наградисене тивĕç пулнă çын та чылай. Сăмахран, М.П.Прокопьева бригадир - Ленин орденĕн, колхоз председателĕ пулнă П.М.Матвеев - Хисеп Палли орденĕн, Е.П.Павлов агроном - Октябрьти революци орденĕн кавалерĕсем. Тĕрлĕ награда илнисен хушшинче çавăн пекех В.Парфенов шофер та, В.Андреева доярка та, В.Васильев учитель-пенсионер та пур.

Кунсăр пуçне шкултан вĕренсе тухнисенчен культурăпа искусствăра ăсталăхĕпе палăрнисем те йышлă. Паллă поэтăмăр, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикăн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Аркадий Лукин, Татьяна Ильина журналист, Андрей Андреев композитор, Александр Волков прозаик, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Яковлев журналист Шĕмшеш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Акă тата Авель Харитонова илер-ха. Чăваш телерадио комитетĕнче вăл çирĕм çул ытла дикторта ĕçлерĕ, радио итлекенсене хăйĕн уçă та илемлĕ сассипе савăнтарчĕ. Халĕ те ăна час-часах итлеме пулать. Чăвашрадио хумĕсем çине Авель Михайлович вуланă Иван Яковлев Халалĕ тухсан чун çĕкленет, кăмăл тулать. Ахальтен мар ĕнтĕ ун пирки Владимир Иванов профессор, «Элĕк ачи» ентешлĕх ертÿçи, хăйĕн пĕр статйинче «Чăваш Левитанĕ» тесе çырнăччĕ. Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР хисеплĕ радисчĕ çак ятсене çĕнсе илни те вăл хăйĕн ĕçне чунран парăнса, юратса пурнăçланине çирĕплетеççĕ.

Шкултан вĕренсе тухнисем тĕрлĕ професси суйласа илнĕ: çар çынни, педагог, инженер, тухтăр... Чылайăшĕ, паллах, тăван хуçалăхра тăрăшать - пĕрисем тыр-пул ÿстереççĕ, теприсем выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, виççĕмĕшĕсем çурт-йĕр хăпартаççĕ. Пĕр сăмахпа - тăван ял ятне-сумне çĕклеççĕ.

Элĕк районĕнчи Шĕмшеш вăтам шкулĕн коллективĕ пĕр тĕллевпе, ĕçченлĕхпе тата çирĕп туслăхпа палăрса тăнă. Ачасене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парассишĕн, пурнăçра усăллă професси суйласа илме пулăшассишĕн педагогсем яланах вăй-хала хĕрхенмесĕр тăрăшнă. Аслă ăрури вĕрентекенсене вĕсен воспитанникĕсем манмаççĕ. Хăш-пĕрне асăнса хăварсан та ытлашши пулмĕ: Зоя Николаевна Архипова, Валерий Иванович Громов, Анастасия Васильевна Байкова, Иван Михайлович Крылов, Зинаида Сергеевна Сергеева, Владимир Иванович Пугачев, Галина Анисимовна Петрова, шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ Алексей Прокопьевич Прокопьев...

Вĕсен пархатарлă ĕçне паян ыттисем малалла тăсаççĕ. Акă, сăмахран, Татьяна Петровна Константинова, Алевтина Николаевна Чернова тата Алевтина Ивановна Дмитриева ачасен ашшĕ-амăшĕ хушшинче ырă ятлă. Шкул коллективне Андрей Владимирович Чернов ертсе пырать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх ачасем вĕренÿре кăна мар, спортра та ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăваççĕ, çăмăл атлетикăпа тата футболла выляса район шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Тĕрлĕ предметпа олимпиадăсене хутшăнса лайăх тĕслĕх кăтартакансем те пур. Çуллахи каникул кунĕсенче те ачасем вăхăта усăсăр ирттермен - шкул пахчинче тăрăшнă, тăван хуçалăхра аслисене уй-хир ĕçĕнче пулăшнă.

Темĕнле пулсан та шкул ертÿçине урăххи канăç памасть. Андрей Владимирович калаçура ачасен йышĕ чакса пыни, ятарлă спорт залĕ çукки çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ.

- Шкул çурчĕсем кивелсе çитрĕç, çулсеренех япăхса пыраççĕ. Çĕннине тăвасси пирки тахçанах калаçаççĕ. Анчах ку ыйтăва хăçан татса парасси хальлĕхе уçăмлă мар-ха, - тет вăл.

Ăнланма пулать ăна. Чăн та, темиçе çул каялла çĕкленнĕ çуртсем паянхи условисене тивĕçтермеççĕ. Çăмăл мар çак лава çывăх вăхăтрах вырăнтан хускатсан тем пекехчĕ. Кăна Шĕмшеш тăрăхĕнче пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Шанатпăр - кĕтсе илеççех.



"Хыпар"
30 октября 2012
00:00
Поделиться
;