Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Алмазра» техникăна лайăх упраççĕ

Районти хуçалăхсем ял хуçалăх техникине хĕл каçарма вырнаçтарса лартассипе ĕçлеççĕ. Ку енĕпе «Алмаз» обществăна уйрăмах ырăпа асăнас килет. Машина-трактор паркĕнче йĕркелĕх хуçаланать. Кунта тракторсем – 9, комбайнсем – 2. Мĕн-пур техникăн 90 процентне ангара кирлĕ пек упрама лартнă. Ял хуçалăх машинисен «колонни» çине те пăхма кăмăллă.

«Новый путь», «Правда», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче те техника ĕмĕрне вăрăмлатассишĕн тăрăшаççĕ, «Рабия» хуçалăхри машина-трактор паркĕнче те техникăна хĕл каçарма лартассипе ĕçсем хĕрсех пыраççĕ.

Çав вăхăтрах «Авангард», «Родник» хуçалăхсенчи паркра урлă выртакана тăрăх та çавăрман теме юрать, техникăна хĕле хатĕрлес ĕçе вуçех те тытăнман.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 октября 2012
00:00
Поделиться
;