Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паллă самантсене сăнланă

Кăçал пирĕн района йĕркеленĕренпе 85 çул çитрĕ. Юбилей ячĕпе кашни вулавăшрах района туса хунине тата Элĕк Ен аталанăвне, паллă ентешсене халалланă мероприятисем иртеççĕ: уçă алăксен кунĕсем, конкурссемпе вăйăсем, информаци сехечĕсем, культура ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусем тата ытти те. Элĕкри тĕп вулавăшра «Района – 85 çул» кĕнекепе иллюстраци куравĕ ĕçлет. Вăл район историйĕпе, тĕрлĕ отрасльсен, экономика, суту-илÿ, сывлăха сыхлас ĕç, вĕренÿ, культура аталанăвĕпе паллаштарать. Вулав залĕнче «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв Раççей историйĕн шăпинче» курав презентацийĕ иртнĕ. Мероприяти тĕлне «Район историйĕн кăсăклă факчĕсем» информ-досье хатĕрлесе кăларнă, унта тăван районпа çыхăннă паллă самантсене сăнланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2012
00:00
Поделиться
;