Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шĕвĕшре çĕнĕ ферма уçăлчĕ

Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне ĕçе кĕртсе пырса, «Новый путь» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантарассипе кал-кал ĕçлеççĕ. Кунта фермăсен çурчĕсене çĕнетсе пыма та майне пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть-ха Юлăш уйрăмĕнче пăрусен типлă витине ĕçе янăччĕ. Пĕлтĕр тепĕр пысăк объект çĕкленчĕ. Ку ĕнесем валли. Чăваш Сурăмĕнчи фермăра та ĕне витине кĕске вăхăтрах çĕнетнĕччĕ. Черетре – шĕвĕшсем тейĕн. Ял пуçĕнчи тап-таса уйра çĕнĕ механизациленĕ ферма ÿссе ларнăранпа та вăхăт нумаях иртмен-ха. Çак кунсенче вара кунта тепĕр улăп-вите хушăнчĕ. Çĕнĕ çурта савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре республика представителĕсем, район ертÿçисем, специалистсем, выльăх пăхакансем хутшăнчĕç.

Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров уçрĕ. Вăл «Новый путь» хуçалăх ертÿçине Иван Игнатьева сăмах пачĕ.

– Çак çĕнĕ вите 11 миллион тенке ларчĕ. Ăна ĕçе яни выльăх пăхакансен ĕçне чылай çăмăллатма, ферма тупăшне палăрмаллах ÿстерме пулăшĕ тесе шутлатăп, – терĕ Иван Николаевич.

Вăл çак пысăк çурта тунă çĕрте хастар ĕçленĕ строительсене тав турĕ, хисеп грамотисем пачĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ, пирĕн ентеш Николай Якимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков «Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсен пархатарлă ĕçне пысăк хак пачĕç. Иван Игнатьев ертÿçĕ хуçалăха ăста ертсе пыма пултарнине палăртрĕç.

– Новый путь» хуçалăх аш-какай, сĕт туса илессипе районта пуринчен те малта. Ăнăçлăхĕ Иван Николаевич чăн-чăн ертÿçĕ пулнинчен нумай килет. Сирĕн тата кунта ĕçлекенсен малашне те ÿсĕмсем тумалла пултăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов.

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Павлов та ăшă сăмахсем каларĕ. Ырă йăла-йĕркепе хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн сумлă хăнасем, ыттисем те çĕнĕ витене кĕчĕç, кунти условисемпе хаваспах паллашрĕç. Мĕнпур ĕçе механизациленĕ, аслă та çутă витере выльăхсене кирлĕ пек пăхса усрама майсем пур. Вентиляци, тислĕк тасатмалли транспортер тытăмĕсем яланхилле мар ĕнтĕ, çĕнĕ технологипе ĕçлекенскерсем хăватлă та меллĕ, чÿречесем поликарбонатран.

200 пуç вырнаçмалăх тăватă ретлĕ витере выльăхсем каяш çинче çăрăлас хăрушлăх çук, чылаях хулăн айсарăмĕ çинче выртаççĕ çамрăк выльăхсем.

– Кунта ултă уйăха çитеймен, ку ÿсĕмрен иртнĕ тынасем. Чупса юлнисем те пур. Вĕсене ушкăнăн-ушкăнăн пайласа вырнаçтартăмăр. Кусем умĕнчен витаминлă тата минераллă хутăшсем татăлмаççĕ, шывĕ те çителĕклех, – каласа пачĕ Болислав Антонов ферма заведующийĕ.

Çĕнĕ витери выльăхсене тăваттăн пăхаççĕ. Лев Арсентьев, Ольга Иванова, Елена Александрова, Елизавета Филиппова хăйсен ĕçĕпе кăмăллă.

– Эпир тепĕр витери вăкăрсене те пăхса тăратпăр. Унта йывăртарах виçеллисем, 300-шер килограмм ытла таяççĕ, – пĕлтерчĕ Лев Арсентьев.

Унăн мăшăрĕ Людмила Константиновна выльăхсен сывлăхĕшĕн нумай тăрăшать.

Выльăхсене валли апата чылай çул каяллахи пек лашапа турттарса килсе валеçес çук ĕнтĕ. Николай Кузьмин механизатор хăватлă АКМ-9 агрегатпа тутлăлантарнă хутăш апата «сĕтел» çине хурса парать. Траншейăри кукуруза силосне погрузчикпа Валерий Гордеев тиесе тăрать. Фермăри асфальтланă картишне Николай Борисов агрегачĕ тасатать.

Шĕвĕшри сĕт-çу комплексĕ нумай сĕтшĕн пыракан районти экономикăлла ăмăртура пĕрремĕш вырăнта. Мария Тихонова, Мария Иванова, Валентина Васильева, Светлана Данилова дояркăсем кашни ĕнерен куллен 15-16 килограмм сĕт сăваççĕ. Ăна хуçалăх çу заводне пĕрремĕш сортпа кăна ăсатать.

Иртнĕ тăхăр уйăхра хуçалăх таса тупăш 9 миллион та 700 пин тенкĕ илнĕ, çав шутран сĕт туса илнипе – 6 миллион та 900 пин тенкĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2012
00:00
Поделиться
;