Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăх хак панă

Çак кунсенче вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем Раççей тата Чăваш Ен патшалăх символикине мĕнле пĕлнине тĕрĕслессипе республикăри конкурс вĕçленнĕ. Ку мероприяти икĕ номинаципе иртнĕ: «Исследовательские работы» тата «Декоративно-прикладное искусство».

Конкурса Чăваш Республикинчи 18 районпа 5 хуларан 205 ĕç тăратнă. Вăтам ÿсĕмри ушкăнра (5-8 классем) «Декоративно-прикладное искусство» номинацире И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулти 6-мĕш «а» класра вĕренекен Анастасия Григорьевăн «Двуглавый орел в Российской символике» ĕçне чи лайăххи тесе палăртнă. Çак конкурс ĕçне Мускава конкурсăн федераллă тапхăрне ярса параççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 ноября 2012
00:00
Поделиться
;