Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сцена çинче палăрнă

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче районти ачасемпе çамрăксен «Мельпомена тĕлĕнтермĕшĕ» конкурс иртнĕ. Унта çамрăксемпе ача-пăчасен 17 театр коллективĕ хутшăннă. Кусем çеç тетĕр-и; Сцена çинче Чăваш Ен тата Раççей историйĕ çинчен каласа паракан сăвăсене 23 ача питĕ ăста вуласа кăтартнă. Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи ушкăн «Чи лайăх ача-пăча спектаклĕ» номинацире мала тухнă, Тенири информаципе культура центрĕ çумĕнчи коллектив «Чи лайăх çамрăксен спектаклĕ» номинацире палăрма пултарнă. Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи София Иванова «Хĕрарăм рольне ăста калăплакан» номинацире çĕнтернĕ. Ишпарайккăри Александр Игнатьев «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире палăрнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 ноября 2012
00:00
Поделиться
;