Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Историллĕ пулăмсене аса илчĕç

Кăçал вырăс наукине мала яракан Н. Бичурин çуралнăранпа 235 çул çитрĕ. Апла пулин те унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ халĕ те чакмасть.

Нумаях пулмасть Элĕкри ача-пăча библиотеки çамрăк вулакансене Никита Яковлевича халланă мероприятие йыхравларĕ. Библиотека ĕçченĕсем ачасем валли «Бичурина пĕлетĕр-и?» ятпа викторина хатĕрленĕ. Тĕрлĕ классенче вĕренекенсем ыйтусем çине хуравлвнипе çеç çырлахмарĕç, историллĕ пулăмсене аса илчĕç. 1812 çулхи Отечественнăй вăрçă патне те çитрĕç. Мероприятире ачасем çĕннине нумай пĕлчĕç. «Бичурин тата унăн пурнăçĕ» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 ноября 2012
00:00
Поделиться
;