Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çул-йĕре çĕнетеççĕ

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре пăхса тăрассипе Элĕк районĕнче сахал мар ĕçлеççĕ. 2012 çулхи тăхăр уйăхра кăна çул-йĕре пăхса тăма, юсама тата нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕнчи çулсене юсаса çĕнетессипе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Çав тĕллевпе пĕтĕмпе 19421854 тенкĕ тăкакланă. Асăннă суммăран 11254,697 пин тенкине муниципаллă районăн чиккинче автомобиль çулĕсене (226,879 км), ял тăрăхĕсене (174,650 км) тытса тăма усă курнă.

Планпа килĕшÿллĕн çак ĕçсене пурнăçлама 15799,45 пин тенкĕ килнĕ пулсан, вырăнти бюджетран 2065, 22 пин тенкĕ уйăрнă.

Муниципаллă районсем чиккинчи автомобиль çулĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх территорийĕнчи çулсене юсама 7247, 75 пин тенкĕ уйăрнă. Çак ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 5879, 437 пин тенкĕ килнĕ, вырăнти бюджетран 1368, 313 пин тенкĕ тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе кăçалхи тăхăр уйăхра 1,803 километр çул-йĕре юсанă. Нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕнчи çулсене юсама 919,407 пин тенкĕ тăкакланă. Планпа 1543,3 пин тенкĕ пăхнă. Элĕк салинче нумай хваттерлĕ çуртсен 7 территорийĕнчи çулсене 1631 тăваткал метр юсанă.  Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсем патне пымалли 3 вырăна çĕнетнĕ. Çак ĕçе 462 тăваткал метр пурнăçланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2012
00:00
Поделиться
;