Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕкре те «Кулибинсем» тĕлĕнтернĕ

Техника хатĕрĕ ăсталакан республикăри кашни районтах пур. Вĕсене ĕлĕк лайăх хавхалантаратчĕç.

Хисеплĕ ятсем халĕ те пур. Анчах вĕсемпе питех чысламаççĕ. Техника ăстисем пысăк наградăсене тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем нумай çĕрте кивĕ машинăран, агрегатран куллен усă курмалли ĕç хатĕрĕ тăваççĕ. Çак ăстасем тăрăшнипе ялсенче пурнăç малалла пырать. Вĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе Шупашкарти трактор историйĕн музейĕ пуçару кăтартать. Çуллен ăстасен пултарулăхĕпе паллаштарас тĕллевпе конкурс йĕркелет. Кăçал унта 27 маçтăр, çав шутра Чул хула облаçĕнчен пĕр техник, хутшăннă. Чи маттуррисене преми парса савăнтарнă.

Шупашкар хыççăн районсенче те «Кулибинсене» шырама пуçларĕç. Нумаях пулмасть Элĕк районĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен машинĕсем, трактор хыçне-умне çакса усă курмалли агрегатсем ăсталакансен ĕçĕсене кăтартнă. Жюри пăрремĕш  вырăна Валерий Терентьева (Крымсарайкă ял тăрăхĕ), иккĕмĕшне Алексей Андреева (Ураскилт), виççĕмĕшне Виталий Филиппова (Питĕшкасси) панă.

Валерий Терентьев тĕп хулара кăçал иртнĕ «XXI ĕмĕр Кулибинĕ» конкурсра виççĕмĕш вырăна тухнă. «Трактор завочĕсем» концерн президенчĕ Михаил Болотин ăна «Мини 150К» трактор ăсталаса кăтартнăшăн 30 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.



"Хыпар"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться
;