Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисеплĕ кинемей – 95 çулта

Çак кунсенче Тури Карачура ялĕнче пурăнакан Варвара Ивановна Иванова 95 çул тултарнă. Нумай çул пурăнакан хисеплĕ кинемее юбилей ячĕпе райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ З.Федоров, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов, социаллă хÿтлĕх пайĕн специалист-эксперчĕ Ф.Трофимова саламланă, телей те ырлăх суннă, парнесем тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ятран янă саламлă çырăвне панă.

Варвара Ивановна Тури Карачура ялĕнче 1917 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Пурнăç тăршшĕпех вăл колхозра ĕçленĕ. Унăн ĕç стажĕ – 50 çул ытла. Кинемей хăйĕн сывлăхĕ пирки нихăçан та ÿпкелешмен. Ачисене килтех çуратнă – тухтăрсем патне кайман. Вĕри мунча юратать. Эмел таврашне ĕçместпе пĕрех, халăх меслечĕсене кăмăллать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 декабря 2012
00:00
Поделиться
;