Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит илекенсем чакмаççĕ

Килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллăхлă кредитсемпе эффективлă усă курни ял территорийĕсене вăй илсе пыма май парать. Çавна тĕпе хурса, «АПК аталанăвĕ» наци проектне ĕçе кĕртесси сарăлсах пырать.

Районта 2006 çултанпа 3291 çын (килти хушма хуçалăхăн 36,9 проценчĕ) 455 миллион та 809 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку енĕпе Элĕк (килти хушма хуçалăхăн 57,4 проценчĕ), Крымсарайка (41,4 процент), Тени (40,4 процент) ял тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах активлă.

Кредит илесшĕннисен хисепĕ чакмасть. Ял çыннисем çăмăллăхпа усă курса ял хуçалăх техники туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене çĕклеççĕ, ăратлă выльăх илеççĕ.

Килти хушма хуçалăха вăйлатни ял çыннине аталанма, пурнăçа лайăхлатма май парать. Çавна ял ĕçченĕсем ăнланса илчĕç те ĕнтĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2012
00:00
Поделиться
;