Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хоккейла вылĕç, конькипе ярăнĕç

Элĕк салинчи «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕпе юнашар каток тăвасси ырă йăла пулса тăчĕ. Раштав уйăхĕнче çулленех конькипе ярăнма юратакан çамрăксем хăйсен сезоне уçаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчех çамрăксем пăр çинче тĕл пулнă. Унтан арçын ачасемпе хĕр ачасем татăлма та пĕлмен. Ара пăр çинчи пек ташлама, юрпа перкелешме, кÿршĕне хоккейла выляса çĕнтерме, алла-аллăн тытăнса ярăнса çÿреме ăçта меллĕ пултăр-ха; Çуталса выртакан пăр, кăвак тÿпе вара чăннипех те илĕртÿллĕ.

Раштавăн 15-мĕшĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче каток уçăлчĕ. Юнтапара тата Тавăт ялĕнче те катоксем ĕçе кайрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 декабря 2012
00:00
Поделиться
;