Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван чĕлхене кам лайăхрах пĕлет?

Элĕк районĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе муниципалитет олимпиади иртнĕ. Çак тупăшăва пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 13 шкулти 63 вĕренекен хутшăннă. Ачасене 10 задани панă: литература теорийĕ, историпе культура пĕлĕвĕсем, искусствăна хăшĕ ытларах ăнкарать, социаллă пурнăçпа истори пулăмĕсене кам аванрах чухлать тата ытти те.

Олимпиадăра Вутлан шкулĕнчи 7 класра вĕренекен Марина Яковлева, Юнтапа шкулĕнчи 8 класри Марина Дудкинăпа 11 класри Татьяна Федорова, Тавăт шкулĕнчи 9 класри Анастасия Куликова, Элĕк шкулĕнчи 10 класри Татьяна Львова çĕнтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 декабря 2012
00:00
Поделиться
;