Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕл Мучипе Юр пике хаваслăх кĕртрĕç

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комлексĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн Елки иртрĕ. Унта вĕренÿпе обществăлла ĕçсенче район хастар ачасене йыхравланă.

Кунта пухăннă арçын ачасемпе хĕр ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Çĕнĕ 2013 çул ячĕпе саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, телей, вĕренÿре çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ. Уяв программи интереслĕ пулчĕ. Хĕл Мучипе Юр пике тата юмахсенчи ытти сăнарсем ачасене тĕрлĕ вăйăсемпе савăнтарчĕç. Симĕс чăрăш тавра алла-аллăн тытăнса çепĕç юрă çеммипе çаврăнчĕç, ташăсем ташларĕç. Пурте район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене тивĕçрĕç.

Уявра савăнни ачасен асăнче чылайччен юлĕ.  


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 декабря 2012
00:00
Поделиться
;