Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пуçа усма хăнăхман

Январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Анна Андреевна Семенова 95 çул тултарнă. Юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Никитина, Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Филимонов тата ыттисем те саламланă, парнесем тата РФ Президенчĕ В.Путин ятран янă саламлă çырăвне панă.

Анна Андреевна Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралнă. 26 çул тултарсан Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрекен Шуркасси ялĕнчи Василий Анатольевич Вазяковпа çемье çавăрнă. Çывăх çынни 1955 çулта чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Мăшăрсем пĕр хĕрпе ывăла кун çути парнеленĕ.

А.Семенова пурнăçра тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттернĕ, анчах та вăл малашлăха ялан çутă шанăçпа пăхать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2013
00:00
Поделиться
;