Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Раççей каналĕпе кăтартрĕç

Юлашки çулсенче районта спорта аталантарассипе çине тăрса ĕçлеççĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсем валли инвентарь, çав шутра конькипе йĕлтĕрсем чылай туянаççĕ. Юнтапара, Тавăтра, «Хĕлхем» спорт комплекс çумĕнче хоккей курупкисем туса лартнă. Каток çинчен пулас спортсменсем кăна мар, ватти те, вĕтти те татăлма пĕлмеççĕ. Конькипе е йĕлтĕрпе ярăнма юратакансен е спортăн ытти енĕсене кăмăллакансен йышĕ ÿсет. Час-часах тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ.

Çитĕнĕве аякра та асăрханă, çакăн çинчен «Атăлçи Федераци округĕн хыпарĕсем» телепередачăра сюжет кăтартрĕç. Юнтапа вăтам шкулĕн директорĕ Альберт Кондратьев вĕренекенсемпе физкультура урокĕсем ирттернисĕр пуçне класс тулашĕнче тата пушă вăхăтра пурнăçлакан ырă ĕç-пуç çинчен каласа пачĕ.

Спорт комплексĕнче ÿкернĕ кадрсем те интереслĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2013
00:00
Поделиться
;