Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăх сĕтшĕн тупăшнă

Danon-Юнимилк компани тата «Чебоксарский» комбинат республикăри чи лайăх сĕт хуçалăхĕ ята çĕнсе илессипе виççĕмĕш хут кубок выляттарнă.

Республикăра паха сĕт туса илекен хуçалăх сахал мар. Çавна май конкуренци те çивĕчленет. Унччен пĕрремĕш сортлине ытларах туса илнĕ пулсан халĕ чĕр тавар тирпейлекен предприятисенчен те лайăхраххине ыйтаççĕ. Анчах кашнинчех паха продукци туса илме çăмăл мар. Çакă ăмăртура та сисĕннĕ, малта пыракана кая хăварнă. Иртнĕ çулхи ноябрьте Элĕк районĕнчи «Новый путь» малтисен шутĕнче пулнă. Вăл çулталăк кăтартăвĕпе те кубок çĕнсе илесси пирки нумайăшĕ иккĕленмен. Çитĕнÿ патне çитме тепĕр утăм – декабрьте паха сĕт ăсатасси – кăна юлнă темелле. Анчах яваплă тапхăрта пĕрремĕш сортлă сĕт кайнипе малта пыракан хуçалăх иккĕмĕш вырăна юлнă. 2012 çул кăтартăвĕсемпе пĕрремĕш вырăна «Ольдеевская» агрофирма (Шупашкар районĕ) тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 января 2013
00:00
Поделиться
;