Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ал ĕçĕпе тĕлĕнтереççĕ

Ÿркенмен ăста пулнă, теççĕ халăхра. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Юлăшра вара пултаруллă çынсем сахал мар. Хĕрарăмсем акă каçсерен хăшĕ кĕпе тумтире тĕрĕпе илемлетет, тепри эрешлесе ÿкерчĕк сăнлать. Çекĕлпе, йĕппе тĕрлĕ япала маçтăрлакансем те пур кунта. Людмила Матвееваран асли те, çамрăкки те çĕнĕ эреш вăрттăнлăхĕсене хăнăхаççĕ. Зоя Петрова, Римма Михайлова, Галина Максимова, Людмила Орлова, Фаина Бушуева ĕçĕсем чăннипех те чуна тыткăнлаççĕ. Арçынсенчен Александр Иванов чÿрече рамисем, алăксем тума ăста. Иван Максимовпа Леонид Орлов ял çыннисене лăпă-карçинккапа тивĕçтереççĕ. Зоя Александрова,Нина Данилова çăматă йăвалаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 февраля 2013
00:00
Поделиться
;