Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕп вырăнта – экологи

Элĕк район администрацийĕн акт залĕнче Тăван тавралăха упрамалли çулталăка савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Фойĕре «Экологи – ачасен куçĕпе» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов пухăннисене Тăван тавралăха упрамалли çулталăк пуçланнă ятпа саламланă. Вăл экологи мероприятийĕсене хастар хутшăнма чĕнсе каланă, сывлăх, наци сывлăхĕ епле пуласси тăван тăрăх тасалăхĕнчен нумай килнине палăртнă.

Мероприятие районти шкулсен директор çумĕсем, биологи предмечĕсене вĕрентекенсем, вĕренекенсем хутшăннă.  Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Эраст Андреев экологи тăрăмĕ пирки каласа панă. Элĕкри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ Елена Иванова пĕлтернĕ тăрăх – кăçал пур мероприятие те Тăван тавралăха упрамалли çулталăка халаллĕç. Пухăннисем Питĕшкасси шкулĕн çамрăк экологĕсен тата Элĕк шкулĕн геологĕсен пултарулăхĕпе паллашнă.



"Хыпар"
20 февраля 2013
00:00
Поделиться
;