Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Виçĕ çулхи хĕрача ашшĕ-амăшне тупнă

Кашни çыншăнах çемье пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра вара тăлăх ачасен, урăхла каласан, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисен шучĕ ÿссе пырать. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ – вĕсене çемьесене вырнаçтарасси.

Çак кунсенче Элĕк Енре ачана усрава илнĕ тепĕр çемье хушăнчĕ. Виçĕ çулхи Валентина ашшĕ-амăшне тупрĕ. Вăл унччен Улатăрти ача çуртĕнче воспитани илнĕ. Хĕрачана çĕнĕ çемьере тÿрех килĕшнĕ, мĕншĕн тесен ăна кунта тахçанах кĕтнĕ. Валентина, кĕçĕнни вырăнĕнче пулса, пуриншĕн те юратни.

Кăçалхи февралĕн 25-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче ача усрава илнĕ çемьесем 37. Вĕсенче пăхакансăр юлнă 69 тăлăх ача. Малтанхи усрав çемьесем 2004 çулта йĕркеленме пуçланă. Чылай ашшĕ-амăшĕ ятарлă шкул курсĕ витĕр тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 февраля 2013
00:00
Поделиться
;