Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăсталăха ÿстереççĕ

Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем хушшинче «Çулталăк воспитателĕ» конкурс уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăçал та ăна йĕркелесе ирттерес тĕллевпе Элĕкри «Çăлкуçпа» «Хĕвел», Тавăтри «Пучах» ача сачĕсенче хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Иртнĕ кунсенче «Çăлкуçри» «Туслă çемье» кĕçĕн ушкăнри Светлана Петрова воспитатель уçă урок ирттерчĕ. Шăпăрлансемпе «Йăва» халăх юмахĕ урлă калаçу чĕлхин культурине ÿстерчĕ, вĕсенче хĕрхенÿ туйăмне вăратрĕ. Хăйĕн ĕçĕнче мультимедийлă проекторпа, ытти курăмлă пособисемпе усă курчĕ.

«Чечексем» ушкăнăн воспитателĕ Ольга Филиппова ачасене «Çарăк» юмаха чĕрĕлĕх кĕртсе вуласа панипе тыткăнларĕ. Пĕчĕккисем асамçă пулса ахаль çаврашкасене илемлетсе юмахри сăнарсене ÿкерчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 марта 2013
00:00
Поделиться
;