Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çăварни эрни пуçланчĕ

Çăварни çывхарни хĕл вĕçленсе пынине пĕлтерет. Хĕвел ăшшăнрах пăхтăр тата çуркунне иртерех килтĕр тесе Элĕк районĕнчи татмăшсем авалхи йăлана пăхăнса катаччи чупаççĕ. Çавах та унта лаша кỹлсе тухакан çукпа пĕрех.
Уява çынсене килрен йыхравлама кирлĕ пулмарĕ. Çанталăк сиввине пăхмасăр халăх пĕр çĕре пуçтарăнчĕ, хаваслă юрă-кĕвĕ, ача-пăча сасси ял тăрăх саланчĕ. 2-мĕш çул татмăшсем лаша вырăнне хăйсен тимĕр урхамахĕсене илемлетсе катаччине тухрĕç. Çак уява Юрий Андреев, Иван Владимиров, Алексей Никандров - ялти виçĕ харсăр йĕкĕт тăрăшнипе йĕркеленĕ. Çынсем тĕрлĕ вăйă-ăмăртăва хутшăнса кăмăлне çĕклерĕç. Элĕкри "Аса ил" эстрада ушкăнĕ уяв халăхне хăйĕн илемлĕ юррисене парнелерĕ. Сăмах май каласан, татмăшсен праçникне Элĕкрен кăна мар, таврари ытти ялсенчен те хăнасем килнĕ.



11 марта 2013
00:00
Поделиться