Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йыш пысăкланать

Элĕк районĕнче «Земство тухтăрĕ» программа пулăшнипе кадрсен ыйтăвне татса пама май килнĕ. Элĕк район больницинчи 14 участока пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсемпе, терапевтсемпе, педиатрсемпе, участок тухтăрĕсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ специалист çителĕклĕ. Ку программа ĕçлеме тытăннăранпа сыватмăша çамрăк 6 специалист – 2 терапевт, пĕтĕмĕшле практикăн 2 тухтăрĕ, анестезиолог-реаниматолог тата функционаллă диагностика тухтăрĕ – ĕçлеме пынă. Ку мел районта пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтерес ĕçе çăмăллатнă. Паянхи куна «Земство тухтăрĕ» программăна республикăри çамрăк 132 специалист хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 марта 2013
00:00
Поделиться
;