Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурса илĕртÿллисем тупăшрĕç

Кăçал районта нумаях пулмасть иртнĕ «Чăваш пики – 2013» конкурса 8 пике хутшăнчĕ.

Сцена çине чиперккесем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Чи малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. Ăс-хакăл конкурсĕнче ыйтусем çине хуравларĕç. Хĕрсем юрлама-ташлама ăста пулнине пултарулăх конкурсĕнче кăтартрĕç. Куракансене илемлĕ те уçă сассисемпе тыткăнлакансем те пулчĕç.

Чăваш хĕрĕ мĕн авалтан тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме ăста. Паянхи хĕрсем вара мĕнпе савăнтарма пултараççĕ-ха; Жюри членĕсем чиперккесем хатĕрленĕ çимĕçе те тутанса пăхрĕç. Хуплу, хуран кукли тата ытти çимĕç сĕнчĕç вĕсем тÿресене.

«Чăваш пики – 2013» конкурса хутшăнакансем хăйсен илемлĕхне, илĕртÿлĕхне, ăсталăхĕпе пултарулăхне туллин кăтартма тăрăшрĕç. Çавах та Элĕк ял тăрăхĕнчи Анастасия Яковлева ыттисенчен хÿхĕмрех те пултаруллăрах курăнчĕ. Вăл «Чăваш пики – 2013» ята тивĕçрĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Раиса Сорокина (Татмăш) иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Крымсарайка ял тăрăхĕнчи Кристина Вадимова (Сурăмпуç Мучикасси) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Хĕрсене çавăн пекех тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. Ураскилт ял тăрăхĕнчи Анастасия Мартынова «Куракансен юратнă пики» пулса тăчĕ. Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи Мария Михайлова «Ăс пике», Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Светлана Лаврентьева «Сăпайлă пике», Юнтапа ял тăрăхĕнчи Лилия Павлова «Пултаруллă пике», Тавăт ял тăрăхĕнчи Наталья Ефремова «Хастар пике» номинацире палăрчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç. Конкурсăн кашни тапхăрĕ çÿллĕ шайра иртрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 марта 2013
00:00
Поделиться
;