Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паха вăрлăх туянчĕç

Районти хуçалăхсем паха вăрлăх туянассипе ĕçлеççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕ «Дарья» элита çурхи тулăна 4 тонна Вăрнар районĕнчи «Санары» хуçалăхран илсе килчĕ. «Алмаз» общество та çак культурăна янтăланă, «Маргарита» сортлине – 20 тонна.

Янкурас ялĕнчи Р.Митрофанов хресчен-фермер урпа вăрлăхне çĕнетме тĕллев лартнă, çавна май «Тандем» элитăна 2 тонна хатĕрленĕ.

«Новый путь» «Свеча» çурхи тулăна 4 тонна, «Эльф» урпана 4 тонна, «Гунтор» сĕлĕне 5 тонна, пăрçа 4 тонна, люцернăпа клевера 2-шер тонна турттарса килнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 марта 2013
00:00
Поделиться
;