Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăйсен опычĕпе паллаштарнă

Йăлкăш шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Ф.Тихонова ертсе пынă.

Г.Степанова вырăс чĕлхипе виççĕмĕш класра уçă урок панă. Унăн вĕренекенĕсем А.Пушкин юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ сценка кăтартнă.

А.Самохвалова пĕрремĕш класра чăваш чĕлхипе урок тата «Эпĕ Раççей гражданинĕ» класс тулашĕнчи калаçу ирттернĕ. А.Иванова тата Н.Силина ĕçтешĕсене хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Йăлкăш шкулĕнче вĕрентекенсем çĕнĕ технологипе усă курнине, компьютерпа пĕлсе ĕçленине кăтартса панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 марта 2013
00:00
Поделиться
;