Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника тĕрĕслевĕ пырать

Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче мĕнпур предприятисемпе организацисенче тата харпăр хăйĕн хăй тĕллĕн çÿрекен машинисен техника тĕрĕслевĕ пуçланчĕ. Унăн тĕллевĕ – çынсен пурнăçĕпе сывлăхне хăрушсăрлатмалли требованисемпе килĕшсе тăрасси, пурлăха, тавралăха сыхласси.

Техника тĕрĕслевне ял тăрăхĕсен субъекчĕсенче ирттермелли график туса хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра районта хăй тĕллĕн çÿрекен 900 машинăпа кăкарса ĕçлемелли агрегата шута илнĕ. Вĕсенчен 569-шĕ харпăр хăй хуçалăхĕнче, 289-шĕ агропромышленноç комплексĕнче, 42-шĕ предприятисемпе организацисенче. Паянхи куна техника тĕрĕслевĕнче 24 машинăпа прицеп пулнă, çак шутран 5-шĕ – агропромышленноç комплексĕнче, 16-шĕ – харпăр хăй хуçалăхĕнче, 3-шĕ – предприятисенче.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 марта 2013
00:00
Поделиться
;